Г.И. Фёдоров тĕпчевçĕ, çыравçă çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă «Тупасчĕ сăмахăн пĕртен-пĕр таса вăрттăнне...» литература каçĕ

2022 ҫулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче пирĕн ентешĕмĕр Г.И. Фёдоров тĕпчевҫĕ, ҫыравҫă ҫуралнăранпа 80 ҫул ҫитнине халалланă «Тупасчĕ сăмахăн пĕртен-пĕр таса вăрттăнне...» литература каҫĕ ирттерчĕç. Наци библиотекин Акт залĕнче Георгий Иосифовичăн тăванĕсем, ентешĕсем, çыравçăсем, ăсчахсем, студентсем, ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç.
Литература каçне паллă эстрада юрăçи, ăста купăсçă, Г.И. Фёдоров вĕренекенĕ Георгий Смирнов уçрĕ.
Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Татьяна Матросова Георгий Иосифович сăввисенчен йĕркеленĕ сăвăллă - юрăллă композиципе савăнтарчĕç.
Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В. Г. Родионов профессорĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Е. Р. Якимова, И. Ю. Кириллова, А. В. Кузнецов, Н. Н. Осипов доцент тата ыттисем Георгий Иосифович çинчен асăнса нумай ăшă сăмах каларĕç.
Тăванкас территори уйрăмĕн пуҫлăхĕ В. И. Васильев тата Çĕмĕрле муниципалитет округĕ пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăхпа экологи пайĕн ертÿçи А. А. Мостайкин Георгий Фёдоров ячĕ кашни çыншăнах çывăх пулнине, унăн сăввисене хумханмасăр вулама çуккине палăртрĕç.
Тăванкасри культурăпа сывлăх центрĕ çумĕнчи «Тăван Ен» вокал ансамблĕ сăввипе кĕввине те Георгий Фёдоров çырнă юрăсемпе, чăваш халăх юррисемпе уява илемлетрĕ.
Литература каçне килнисем Г.И. Фёдоров пурнăҫĕпе пултарулăхне халалланă «Паллă тĕпчевçĕ, ăста ҫыравҫă» куравпа паллашма пултарчĕç.