Юманай ял библиотекинче хăнара - Тамара Анатольевна Афанасьева

Юманай ял библиотекинче хăнара - Тамара Анатольевна Афанасьева.
Афанасьева Тамара Анатольевна, Çĕмĕрле районе кĕрекен Вăрманкас ялĕнче 1947 ҫулхи раштав уйĕхĕнче ҫуралнă. Ултă ҫула ҫитсен ытти ачасемпе шкула кайнă. Шкулта вереннĕ вăхатра стена хаҫачĕсене кăларма пулашнă. Лайăх вĕреннине пула ачасем Тамара Анатольевнăна редактор пулма суйланă. Пионера кĕрсен вал совет дружинине ертсе пынă. Сав вăхăтрах сăвасем сырнă. 13 сула ситсен ана комсомола илеҫ, унта та вăл хастаррисен шутенче пулнă. Вăтам шкула вара Сĕмерле районе кĕрекен И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленсе таракан Хутар шкулĕнче вĕренсе тухнă. Хутар шкулĕнче ҫамраксен йышĕн ( комсомолăн) ертуҫи пулнă, пĕре мар район конференцийĕсене хутшаннă. Шкул ĕҫе малта пулнипе темиҫе хутчен те район конференцийесенче херулле сăмах калнă. Вăтам шкултан веренсе тухсан И.Я.Яковлев ячепе хисепленекен Чăваш патшалаăх педагогика институтне 1 меш курса веренме керет Тамара Анатольевна. 2 меш курса кусан И.Н.Ульянов ячепе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче пелу устерме пуҫлать. Кунта вĕреннĕ чухне ăна комсомол бюроне суйлаҫҫĕ, ҫав вахăтрах ушкăнри ҫамрăксен йышнĕн организаторĕ пулса вăй хурать. Вереннĕ вăхатра стройотрядпа пĕрле ҫершываăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй пухать, ушкăн хуҫалăхсенче (колхозсенче) ытти ҫамраксемпе пĕрле пулашу ĕсне хастар хутшанать. Университетра тухса тăракан хаҫатра та Тамара Анатольевнан сăввиасем те «ҫутта» тухнă. Вĕсенчен пĕри «Юратнă учителе» пулнă.
1970 меш султа хушаматне Назарова ҫине куҫарать ( ку вăл качча тухнипе пулчнă). Университетра журналистика уйрăмĕнче ăнаҫлă вĕренсе тухать.
1970-1983 меш сулсенче комсомол путевкипе сершываăн тĕрле кĕтесĕсенче вăй хурса тăрашать, инсетри Иран сĕршывенче те темиҫе сул шкул ĕсĕпе те пулать. Лайах ĕсленине кура хисем хами синче те Тамара Анатольевнăн сăн укерчĕкĕ темисе те пулать. Чăваш сĕршывне каялла таврăнсан, Шупашкар хулинчи шкул ачисене вĕрентет, ЦНТИ учрежденийĕнче редактор пулнă. Обществăла ĕҫсене яланах хутшаннă, ҫавна пула хастар дружинниксен (медальне) паллине илме тивĕҫ пулать.
Сутта тухнă кĕнекесем: «Веренеҫҫĕ ачасем»- сăвалла ҫырни, «И.Ундрицов Ахах синчен», «Литература пусамĕсем», Пысак хумсем», «Историлле документ».
Юлашки вăхатра ҫырнаă савасем: «Юманпа кайак», «Сулла», «Ванюк», «Пулă, «Сил», «Ача сачĕ».
Тамара Анатольевнăна 2015 ҫулхи ҫурла (август) уйхаĕн 25 мешенче Чаваш Республикин писателсен союзне йышанчĕҫ».
Оферкина В. П. Юманай ял библиотеки