Хутар салинчи вулавăш çуртĕнче çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ

Хутар салинчи вулавăш çуртĕнче çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ

 Паян, июнĕн 8-мĕшĕнче Хутар салинчи вулавăш çуртĕнче шкул ачисемпе тата вĕрентекенĕсемпе тĕл пулу пулчĕ. «Чăваш чĕлхи пуян чĕлхе» ятпа иртрĕ паянхи калаçу. Пухăннисене Тамара Анатольевна Афанасьева (Назарова) хăйĕн сăввисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Шкул ачисем сăвăсем пăхмасăр каласа савăнтарчĕç. Ачасем чăваш поэзине юратаççĕ, сăвă йĕркисене вĕрентекенсем те кăмăллаççĕ. Тĕп пулăва Полина Веняминовна Карпова йĕркеленĕ. Çыравçăпа тĕл пулусем Хутар вулавăшĕнче час-часах иртеççĕ, ку питĕ аван, кăмăла хăпартать, пурăннă кунсене илемпе вăй-хал хушать. Кун пек тĕл пулусем татах та пуласса шанас килет.



08 июня 2022
14:52
Поделиться