"Йăпатмăшсем" -илемлĕ хатĕрленĕ кĕнеке те Юманай ял библиотеки фондне кĕрсе юлчĕ

 "Йăпатмăшсем" -илемлĕ хатĕрленĕ кĕнеке те Юманай ял библиотеки фондне кĕрсе юлчĕ

Пĕчĕк ачасемпе пĕрле мĕн вуламалла?

Паллах, чăваш кĕнекине. Савăн пек илемлĕ хатĕрленĕ кĕнеке те Юманай ял библиотеки фондне кĕрсе юлчĕ.
 "Йăпатмăшсем" - чăвашла юрлакан пĕрремĕш кĕнеке. Ăна чăвашла тата вырăсла хатĕрленĕ. Унта ача вăрансан, макăрнă, апат çинĕ, мунча кĕнĕ чухне, çывăрма выртсан каламалли йăпатмăшсем кĕнĕ. Кĕнекере ятарлă аудиопенал пур. Кнопкăна пуссан чăваш йăпатмăшĕ тăван чĕлхепе янăрать.



21 сентября 2022
12:29
Поделиться