Турхан ял библиотекинче "Маттур-алӑсем " программа шайӗнчи "Лутӑрканнӑ хутпа ÿкеретпӗр" мастер - класс иртрӗ

 Турхан ял библиотекинче "Маттур-алӑсем " программа шайӗнчи "Лутӑрканнӑ хутпа ÿкеретпӗр" мастер - класс иртрӗ

 Традицине кемен мелпе лӳчӗркеннӗ хутпа ӳкерни ача-пӑча аллине ирӗк паракан тата хӑйсен фантазине кӑтартма ирӗк паракан ӳкерӳ техникисен шутне кӗрет.  Паян Турхан ял библиотекинче "Маттур-алӑсем " программа шайӗнчи "Лутӑрканнӑ хутпа ÿкеретпӗр" мастер - класс иртрӗ. Ачасене теп библиотекарь Наталья Белова ҫак тӗлӗнмелле техникăпе усӑ курса тĕрлĕрен ӳкерчӗксем тума вĕрентрĕ. 

 Ку техника темиҫе ҫӗр ҫул каяллах пулнӑ, анчах каярахпа маннӑ. Ҫак техникӑпа ачасем ҫеҫ мар, ретро стилӗпе ӳкерекен опытлӑ художниксем те усӑ кураҫҫӗ.

 Асӑннӑ техникӑна пурнӑҫланӑ картинӑсем чӑн-чӑн шедевр пулма, ача-пӑча пӳлӗмӗн интерьерне илемлетме пултараҫҫӗ. Пуҫламӑшӗнче никам та пӗлмест вӗт, анчах мӗн пулса тухӗ-ха? Илемлĕ чечексемпе йывăçсем - акӑ мӗн пулса тухрӗ пирӗн! 

Информацине Наталья Белова хатĕрленĕ



29 июня 2023
13:11
Поделиться