Пысăк палăллă вĕрентуҫĕ - Юлия Ивановна Корнилова

Авалтан чăваш хĕрарамĕ ĕҫре ҫивĕч те хастар, камăлĕпе йăваш та ачаш, пурнăҫри йывăрлахсенче ҫиреĕп те турĕ пулнипе паларнă. Савăн пекех мĕн чул ырă сăмах илтеҫҫĕ пулĕ верентекенсем хайсен аслă ҫула кăларне вĕрентекенĕсенчен. Мĕн чухлĕ сăвă е юрă ҫырнă пулĕ сăваҫсем ҫак пархатарлă професси ҫинчен. Паян эпĕ те хамаăн юратнă вĕрентекенĕме, пĕремĕш учителе,- Юлия Ивановна Корниловăна – тав самахĕ каласшăн, тата уяв ячĕпе саламласшăн. Юлия Ивановна пире пуҫламăш классран пуҫласа виҫĕ ҫул хушши вĕрентрĕ. Пĕремĕш анне сăмаха та эпир вал вуласа тата ҫырма вĕрентнипе хут ҫине шарҫаланă. Влă питĕ маттур та пултаруллă, яланах пире пулшăма тăрашнă, йывăр самантсенче ал усма паман. Юлия Ивановна пысăк палăллă вĕрентуҫĕ, унпа юнашар яланах лăпка та шанчаклă хамăра туйнă. Шкулта чухне кăна мар, хале те пурнăҫра.
Паянхи кун- учитĕльсен кунĕ ячĕпе чунтан чĕререн саламлатăп хамăн пĕремĕш учителе. Яланах ҫирӗп сывлăх, ăнаҫу сунатăп, ҫӗр ҫинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни унпа пӗр ҫулпа кăна уттӑр.
Юлия Ивановнана чăн чăн чăваш херарамĕ
Тем чухлĕ тав сăмахĕ-
Ана пин хут калатăп
Пĕремĕш вĕрентекене
Асран кайми учитĕле.