Приглашаем в Торханскую сельскую библиотеку за новыми книгами Чувашского книжного издательства
_fxesduoz.jpg)
Приглашаем в Торханскую сельскую библиотеку за новыми книгами Чувашского книжного издательства. В библиотеку поступили:
- Озорница зима: стихи / сост., пер. на рус. яз. В.Н. Тарават; художник Н.В. Андреева. — Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 2023. — 32 с.
В сборник вошли стихи чувашских поэтов — Валентины Тарават, Нины Артемьевой, Василия Давыдова-Анатри, Раисы Сарби, Лидии Сарине, Людмилы Смолиной, Николая Ыдарая, Анатолия Ыхра и Петра Ялгира. Перевела их на русский язык Валентина Тарават. На II Всероссийском конкурсе переводчиков «Услышь, Россия, наши голоса» (2021) поэтесса стала победителем в номинации «Переводы стихов для детей на русский язык».
- Манӑн туссем: калавсем / О.М. Иванова пухса хатӗрленӗ; вырӑсла О.Л. Васильева, Л.Н. Петрова, А.А. Федорова куҫарнӑ; ÿнерҫи М.А. Ермолаева. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023. — 60 с.
Кӗнекене килти чӗрчунсемпе выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен хайланӑ ултӑ калав кӗнӗ. Вӗсен авторӗсем — Николай Ишентей, Олеся Михайлова, Елен Нарпи, Лариса Петрова, Лидия Сарине, Екатерина Силерова. Лаша е сысна, качака е сурӑх, йыта е кушак... кашниех этем куҫӗнчен пӑхать. Вӗсен пурнаҫӗ мӗнле пуласси ҫынран килет. Хайлӑвсенчи сӑнарсем — чылай чухне ачасем — тӗрлӗ пулӑм урлӑ тӑватӑ ураллӑ туссене хаклама, юратма вӗренеҫҫӗ.
- Мои друзья: рассказы / сост. О.М. Иванова; пер. на рус. яз. О.Л. Васильевой, Л.Н. Петровой, А.А. Федоровой; художник М.А. Ермолаева. — Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 2023. — 60 с.
В книгу вошли шесть рассказов, повествующих о домашних животных. Их авторы — Николай Ижендей, Олеся Михайлова, Елен Нарби, Лариса Петрова, Лидия Сарине, Екатерина Силерова. Лошадь или свинья, коза или овца, собака или кошка... все они зависят от человека. Их жизни в наших руках. Герои произведений — в основном дети — через разные события учатся ценить и любить четвероногих друзей.
- Анисова Г.М. Бабочка и пчела: стихи / Г.М. Анисова; пер. на чуваш, яз. Л.Н. Петровой, художник Т.Д. Бурдина. — Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 2023. — 48 с.
Герои стихотворений Галины Анисовой — современные мальчишки и девчонки. Они усердно учатся в школе, весело проводят время в аквапарке, цирке, на катке, катаются на роликах. А ещё они помогают старшим и, конечно же, сидят в интернете.
В книгу также вошли басни.
5. Анисова Г.М. Лӗпӗшпе вӗлле хурчӗ: сӑвӑсем / Г.М. Анисова; чӑвашла Л.Н. Петрова куҫарнӑ, ÿнерҫи Т.Д. Бурдина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023.— 48 с.
Галина Анисовая сӑввисенчи сӑнарсем — паянхи арҫын ачасемпе хӗрачасем. Вӗсем шкулта тӑрӑшса вӗренеҫҫӗ, аквапаркра, циркра, катокра вӑхӑта хаваслӑ ирттереҫҫӗ, выляма юратаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем аслисене пулӑшаҫҫӗ тата, паллах, интернетра лараҫҫӗ.
Кӗнекене ҫавӑн пекех юптарусем кӗнӗ.
- Елена Светлая. Здоровые зубки – счастливые детки. – М. Издательство Перо, 2023. – 16 с. Стихи для детей младшего возраста
- Кошкина И.С. Уйӑх юлташне ҫӑлни: калавсем / И.С. Кошкина; ÿнерҫи Е.В. Васильева. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023. — 96 с.
«Уйӑх юлташне ҫӑлни» — Ирина Кошкина ҫамрӑк ҫыравҫӑн пёрре- мӗш кӗнеки, унта пурӗ ҫичӗ калав кӗнӗ. Хайлавсенче тӗпре — туслӑх теми. И.С. Кошкина сӑнарӗсем — ырӑ чунлӑ ачасем. Хӑйсене кÿрентерекене каҫараҫҫӗ ҫеҫ мар, пулӑшу аллине те тӑсса параҫҫӗ, инкеке лекнӗ чӗрчунсемпе юнашар пулаҫҫӗ. Лешсем ҫакӑншӑн ырӑпа тавӑраҫҫӗ.
«Уйӑх юлташне ҫӑлни» калавра Мӗтри тӗп сӑнар юратнӑ урхамахне тупас ӗмӗтпе вӑрҫӑ хирне тухса каять. Анчах вилӗм аллинчен ӑна шӑпах Уйӑх туртса кӑларать...
- Афанасьев А.А. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. Пӗрремӗш кӗнеке / А.А. Афанасьев. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023. — 303 с.
Чӑвашсемпе удмуртсем пурӑнакан Тӑмпай ялӗ фронта салтак хыҫҫӑн салтак ӑсатать, Литваран эвакуаци йӗркипе килнӗ ҫынсене йышӑнать. Хуйхӑ-суйхӑ пусӑрӑнтарсан та алӑ усса лараймастӑн: фронта апат-ҫимӗҫ парса тӑмалла, салтаксем валли ӑшӑ япаласем ямалла, Хӗрлӗ ҫара вӑйлатма заем ҫырӑнмалла, укҫа пухмалла, ытти майпа пулӑшмалла.
Тӑмпай ялне тахҫан Ҫӗпӗре янӑ кулак ывӑлӗсем таврӑнаҫҫӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ — пачах расна ҫынсем. Ҫын куҫӗ умне курӑнмасӑр килсе кӗнӗ Ҫӗпритун ылтӑн тултарнӑ чÿлмеке ашшӗ ӑҫта пытарнине пӗлет, ӑна вӑрттӑн чавса кӑларса пуйма ӗмӗтленет. Анчах чÿлмеке вӑл мар, Ҫимун чавса кӑларать, ӑна халӑх умӗнче уҫса унти пӗтӗм ылтӑна танксем тума парать. Унӑн хӑйӗн ывӑлӗсем те фронтра-ҫке.
Романӑн пӗрремӗш кӗнекинче унти сӑнарсен пурнӑҫне кӗрсе каятӑн та — часрах иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кӗнекесене тытса вулас, малалла мӗн пулнине пӗлес килет.
Роман Чӑваш Республикин Наци библиотеки сӗннё «Вуламалли 100 кӗнеке» списока кӗнӗ. А. Афанасьев пултаруллӑ прозаик ҫеҫ мар, сӑвӑҫ та, Вӑл «Нарспие», «Айтара» удмуртла куҫарна.
- Юрий Исаев. Ҫёнё касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилÿ тӗрленчӗкӗсем / Ю.Н. Исаев. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви 2023. — 152 с., ил.
Кӗнекери хайлавсем пурнӑҫ пулӑмӗсене ҫутатаҫҫӗ, туслӑхпа юрату,
ырӑпа усал ыйтӗвӗсене тишкереҫҫӗ, ӗҫе тата ҫутҫанталӑка юратма, аслӑ
ӑрӑва хисеплеме вӗрентеҫҫё. Кӑларӑмӑн пӗрремёш пайне калавсем кӗнӗ.
Унти геройсем пурнӑҫ тути-масине ӗҫре туптанса, туслӑхпа хавхаланса
туйма хӑнӑхаҫҫё, чунпа тата ӑс-тӑнпа ҫирӗпленеҫҫӗ. Кӗнекен иккӗмӗш
пайӗнче — асаилÿ тӗрленчӗкӗсем, вӗсем ачалӑхри асамлӑ самантсене,
паянхи пурнӑҫ енӗсене сӑнарлаҫҫӗ. Унти геройсем — авторпа пӗр ял
ҫыннисем, унӑн тӑванӗсем, тусӗсем. Тӗрленчӗксем самана чуппине кӑтар-
таҫҫӗ, пурнӑҫ хаклӑхӗсемпе йывӑрлӑхӗсем пирки шухӑшлаттараҫҫӗ.
- Сухви сехмечӗсем: калавсем, повесть / Г.А. Антонова пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023. — 160 с.
«Алран алла» ярӑмри тӑватгӑмӗш кӗнекене Г. Лучӑн, П. Львовӑн, Г. Мальц вӑн, В. Енӗшӗн, Микиш Павӑлӗн, Н. Мартыновӑн, Ю. Силэмӗн, Н. Петровскаян калавӗсем тата А. Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Ачисем шкултан вӗренсе тухиччен Сухви ҫемйи «ҫынсем пекех» пурӑннӑ. Сухви шучӗпе, малашне те «ҫынсем пекех» пурӑнас тесен хӗрӗпе ывӑлӗн аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелле, сумлӑ ӗҫе вырнаҫмалла. Анчах пурнӑҫ пур чухне те эпир шутланӑ пек пымасть ҫав. Эс ÿстернӗ ачусем сан ӑсупа мар, хӑйсен ӑсӗпе пурӑнасшӑн, хӑйсен сукмакне такӑрлатасшӑн. Пурнӑҫ хӑй шутланӑ пек йӗркеленсе пыманнишӗн Сухви упӑшкине айӑплать. Акӑ ӗнтӗ вӗсем уйрӑлма заявлени ҫырса загса ҫитсе ларнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра ывӑлӗпе пулас кинӗ пырса тухаҫҫӗ. Сухвишӗн тата тепӗр ӑш ҫунтармӑш тупӑнать: урӑхла кин пирки ӗмӗтленнӗ вӑл.
Кулмалли те пур ку кӗнекере, шухӑшласа пӑхмалли те. Сухвие те, калавсенчи ытги сӑнарсене те вулакан хӑй пӗлнӗ пек хак парӗ.
- Кириллова В.А. Сас пачӗ ывӑлӑм: повеҫсемпе калавсем / В.А. Кириллова; ÿнерҫи И.Е. Калентьева. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023. — 192 с.
Валентина Кирилловӑн «Сас пачӗ ывӑлӑм» кӗнекинче ялта пурӑнакан хальхи чӑваш ҫыннин пурнаҫё тухса тӑрать. Кашни сӑнарӑн — хӑйӗн шӑпи, хӑйӗн ӗмӗчӗ. Амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем анне ӑшшине туйма ӗмӗтленеҫҫӗ, ӗмӗрне пӗччен ирттерекенсем мӑшӑрлӑ пулма ӑнтӑлаҫҫӗ. Телейӗ патне ҫитме вара тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухмалла...
- Пономарева И.Г. Манаймастӑп сана…: сӑвӑсем. – Шупашкар, ООО «Хамӑн типографи», 2023. – 56 с.
- Николай Евдокимов. Ҫулсем-йӗрсем: роман / Н.Е. Евдокимов. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 223 с.
Роман Хӗрлӗшур ялӗнче пурӑнакан Лерисен ҫемйине, пултаруллӑ та мал курӑмлӑ, вӑрҫӑ вутӗнче тата тӑшман тыткӑнӗнче туптаннӑ Александр Лери хирург ӗҫне-хӗлне сӑнарлать. Автор вӑрҫӑ умӗнхи тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чӑваш ялӗн пурнаҫӗпе тӗплӗн паллаштарать, ҫынсен характерӗсен тарӑнлӑхне курӑмлӑн ҫутатать. Халӑх йӑла-йӗрки енӗсене, кил-ҫурт, хуҫалӑх, ӗҫ хатӗрӗсен уйрӑмлӑхӗсене тӗрӗс кӑтартса пани Николай Евдокимов хайлӑвне кӑсӑклӑ та вӗрентÿллӗ тата кӑштах тунсӑхлӑ тӑвать.
- Матвеева Г.А. Ҫил ҫинчи турат: сӑвӑсем, поэмӑсем, куҫарусем / Г.А. Матвеева (Антонова). — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023. — 240 с.
Кӗнекене сӑвӑсем, икӗ поэма тэта куҫарусем кӗнӗ. Кӗвӗлӗхӗпе те, темипе те тӗрлӗрен вӗсем. Юратупа ҫамрӑклӑх сӑввисем кӑштах тунсӑхлӑрах пулсан та чунра ырӑ туйӑмсем вӑратаҫҫӗ. Кӗнекепе паллашнӑҫемӗн вулакан сисмесӗрех ҫепӗҫ лирикӑран гражданла лирика ҫине куҫса каять, унтан патриотикӑлла хайлавсем патне пырса тухать. Ҫак теман хӗрÿлӗхӗ куҫарусем ҫинче те чакмасть. Сӑвӑҫ хӑй ҫырнӑ поэмӑсенче те, А. Дементьев, А. Твардовский, Ю. Воронов произведенийӗсенче те Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи куҫ умне чӗррӗн тухса чуна ыраттарать. «Z-поэзирен» ярӑмра — паян фашизмпа кӗрешенелле Донбасс, унта пурӑнакансен асапӗ, шанӑҫӗ. Кӗнеке вӗҫнелле кульминаци тамалать, вулакан пушкӑрт, тутар, ҫармӑс, турккӑ, молдаван поэчӗсен хайлавӗсемпе куҫа-куҫӑн юлать. Тӑван чӗлхемӗр пуянран вӗсем чӑвашла та илемлӗн янӑраҫҫӗ.
Кӗнекене аслӑ классенче вӗренекенсемпе яш-кӗрӗме, поэзие юратакан ытти вулакансене халалланӑ.
- Павлов С.Л. Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать: роман / С.Л. Павлов; ÿнерҫи Д.В. Литаврин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023. — 191 с.
Романри ӗҫ-пуҫ Шӑпчӑк Эрхипӗн кил-йышӗ тавра пулса иртет. Хӑй вӑйне, ӑс-хакӑлне шанакан ҫемье пуҫӗ алӑ усса ларма хӑнӑхман, нихӑҫан та ҫынна тара тытса ӗҫлеттермен. Апла пулин те колхозсем йӗркелеме пуҫласан ӑна кулаксен шутне кӗртеҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗхне, пÿртне туртса илеҫҫӗ. Ҫерҫи йӑхӗ чунтанах кураймасть Шӑпчӑксене, вӗсене тӗп тума тӗмсӗлет. Анчах Эрхиппа мӑшӑрӗ, ачи-пӑчи йывӑрлӑхсене парӑнмаҫҫӗ, тӗрӗслевсем витӗр тухса ҫирӗпленеҫҫӗ, пурнӑҫ ҫине урӑх куҫпа пӑхма пуҫлаҫҫӗ.
- Левуков В.П. Ĕмӗр пӗрле пуласчӗ: повеҫсем, калавсем / В.Л. Ле- вуков, ÿнерҫисем А.И. Алексеев, Н.И. Орлова. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2023. — 208 с.
«Ĕмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнекере В. Левуков ҫыравҫӑ тӗрлӗ тема хускатать. Повеҫсенче вӑл чӑн-чӑн юрату ҫeҫ ҫынна телей кÿни, чир-чӗртен хӑтарни ҫинчен калать. Калавсенче ҫын тирпейсӗрлӑхӗ ҫутҫанталӑка инкек кÿни («Исаак тӑрни»), ҫамӑлттайлӑх инкек патне илсе ҫитерни пирки («Пӑр ҫинче») асӑрхаттарать.
Насекин Nasekin. Живопись и графика: книга-альбом / автор-составитель А.С. Насекин. - Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 2022. - 371 с., ил.
Уникальная книга-альбом посвящена творчеству Александра Насекина, заслуженного художника Чувашии, члена Союза художников России, члена Международной федерации художников ЮНЕСКО.
Художник Александр Насекин вошел в российское искусство в 1990-х годах. Вошел сразу уверенно и ярко. Первый раз он принял участие в выставке в 1987 году и уже в 1992 году провел свою первую персональную выставку в Чувашском государственном художественном музее. После чего сразу же получил приглашение на Международный фестиваль искусств в город Веймар (Германия). Затем последовала череда персональных выставок в разных городах России и Европы. За прошедшие 30 лет Александр Насекин провел 22 персональные выставки, наряду с участием в многочисленных коллективных выставках и вернисажах.
Мастер удостоен нескольких значительных наград, в том числе награжден золотой медалью Союза художников России.
Информацию подготовила Наталья Белова