Турхан ял библиотекин краеведени фончĕ тепĕр хаклă кĕнекепе пуянланчĕ

Турхан ял библиотекин краеведени фончĕ тепĕр хаклă кĕнекепе пуянланчĕ

 Паян Турхан ял библиотекин краеведени фончĕ тепĕр хаклă кĕнекепе пуянланчĕ. Ку вăл – Турхан ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Тихонович Исаков пухса хатĕрленĕ «Шухăшланă ĕмĕтсем пурнăçланма килеççĕ» ятлă сăвă-такмаксен пуххи.

 Кĕнеке автобиографинчен пуçланать. Унта çырса кăтартнă тăрăх А. Т. Исаков çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педтехникума учитĕле вĕренме каять. Тепĕр çулталăкран Нурăсри педтехникума куçнă. Алла диплом илнĕ хыççăн Турхан ялĕнчи тулли мар вăтам шкулта вĕрентме пуçланă.1942 çулта фронта тухса каиччен вăл Çĕнкасри, Аçăмçырмари, Алтай крайĕнчи Тальменск районĕнчи Кивĕ Перунри, Йĕпреç районĕнчи Пĕчĕк Упакасси шкулĕсенче вăй хунă.

 1942-1944 çулсенче Алексей Тихонович малтан Ленинград фронтĕнче 42-мĕш армин 85-мĕш стрелковăй ротинче рядовой пулса, 54-мĕш уйрăм инженер батальонĕн саперĕ, каярахпа 109-мĕш стрелковăй дивизире рядовой пулса фашистсене хирĕç çапăçать. II ушкăнри инвалид-фронтовик киле таврăнсан каллех юратнă ĕçне кӳленет. Тăватă çул Пĕчĕк Упакасси ялĕнче вăрçă ĕçне вĕрентнĕ хыççăн 28 сул Юпалри пуçламăш шкул заведующийĕнче вăй хурать. 1976 çулта тивĕçлĕ канăва каять.

 «Шухашланă ĕмĕтсем пурнăçланма килеççĕ» кĕнекене суйласа илнисем, «Капкăн» журналта пичетленнĕ такмаксем, Спатар ялĕнче пуçтарнă фольклор кĕнĕ. Кĕнеке вара А. Исаков 2003 султа апрелĕн 17-мĕшĕнче çырнă сăвăпа вĕçленет.

 Кĕнеке парнелекенсене библиотекăра ĕçлекенсенчен питĕ пысăк тав сăмахĕ.

 Турхан ял библиотекине А.Т. Исаковăн сăвă-такмак пуххипе паллашма чĕнетпĕр!

 Информацине Наталья Осипова хатĕрленĕ



26 июня 2024
13:36
Поделиться