«Чăваш чĕлхи – эс вĕҫĕмсĕр тĕнче» вулав сехечĕ Ҫĕмĕрле муниципаллă округĕнчи Анат Кăмаша ялĕн библиотекинче

Чăваш чĕлхи кунне ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Паянхи кун чăваш халăхне çутта кăлараканě, чăваш çырăвне пуçарса яраканě, пěрремĕш чăваш шкулěсем уçаканě, пултаруллă вěрентекен, тăлмач, ҫыравҫă, фольклорист, чăваш çěрěн хастар ывăлě Яковлев Иван Яковлевич çуралнăранпа 177 çул çитрě.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Анат Кăмаша ял библиотекинче «Чăваш чĕлхи – эс вĕҫĕмсĕр тĕнче» вулав сехечĕ иртрĕ. Вулав сехетне Ҫĕмĕрле вăтам шкулĕн ача садĕнчи ачасем хутшăнчĕç. Тĕлпулура Кузнецова В.В. библиотекарь чăвашсене çутта кăлараканĕ, чăвашсен шкулне уçаканĕ, чăвашсен алфавитне тăваканĕ И. Я. Яковлев пурнăҫĕпе пултаруллăхĕ çинчен каласа пачĕ. И. Я. Яковлевăн пĕрремĕш чăваш букварĕ çинчен каласа пачĕ, ача – пăча калавĕсемпе паллаштарчĕ, Иван Яковлевич Яковлев ҫырнă «Тилĕпе тăрна», «Шăши», «
«Чăваш чĕлхи – эс вĕҫĕмсĕр тĕнче» вулав сехечĕ Ҫĕмĕрле муниципаллă округĕнчи Анат Кăмаша ялĕн библиотекинче
Чăваш чĕлхи кунне ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Паянхи кун чăваш халăхне çутта кăлараканě, чăваш çырăвне пуçарса яраканě, пěрремĕш чăваш шкулěсем уçаканě, пултаруллă вěрентекен, тăлмач, ҫыравҫă, фольклорист, чăваш çěрěн хастар ывăлě Яковлев Иван Яковлевич çуралнăранпа 177 çул çитрě.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Анат Кăмаша ял библиотекинче «Чăваш чĕлхи – эс вĕҫĕмсĕр тĕнче» вулав сехечĕ иртрĕ. Вулав сехетне Ҫĕмĕрле вăтам шкулĕн ача садĕнчи ачасем хутшăнчĕç. Тĕлпулура Кузнецова В.В. библиотекарь чăвашсене çутта кăлараканĕ, чăвашсен шкулне уçаканĕ, чăвашсен алфавитне тăваканĕ И. Я. Яковлев пурнăҫĕпе пултаруллăхĕ çинчен каласа пачĕ. И. Я. Яковлевăн пĕрремĕш чăваш букварĕ çинчен каласа пачĕ, ача – пăча калавĕсемпе паллаштарчĕ, Иван Яковлевич Яковлев ҫырнă «Тилĕпе тăрна», «Шăши», «Ҫуркунне» калавсене сасăпа вуласа пачĕ.
Ачасем чăваш ҫыравҫисен Петĕр Хусанкай,Валентина Тарават, Зоя Сывлăмпи, Николай Ишентей, Людмила Смолина сăввисене вуларĕҫ.
Тĕнчери кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Ҫак чĕлхе пур чухне чăваш халăхĕ те пур. «Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет»,- тенĕ И. Я. Яковлев.
Чăваш ача- пăча литературинче чăннипех те паллă йĕр хăварнă çыравçă, классик Иван Яковлевич Яковлев. Ача-пăча литератури пирки сăмах пуçарсан тӳрех унăн пултаруллă ячĕ мала тухать. Вулавăшра И.Я.Яковлев çуралнă кунĕ ячĕпе, тата чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне «Чăн чăвашлáх манра упранать» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ.
Ачасем килĕсене чăваш çыравçисен кĕнекисене вулама илсе кайрĕç. Кĕнекесем мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ.
#ШумерлинскийМО #Культура_ШумерлинскийМО #Библиотеки_ШумерлинскийМО #Нижнекумашкинскаясельскаябиблиотека
уркунне» калавсене сасăпа вуласа пачĕ.
Ачасем чăваш ҫыравҫисен Петĕр Хусанкай,Валентина Тарават, Зоя Сывлăмпи, Николай Ишентей, Людмила Смолина сăввисене вуларĕҫ.
Тĕнчери кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Ҫак чĕлхе пур чухне чăваш халăхĕ те пур. «Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет»,- тенĕ И. Я. Яковлев.
Чăваш ача- пăча литературинче чăннипех те паллă йĕр хăварнă çыравçă, классик Иван Яковлевич Яковлев. Ача-пăча литератури пирки сăмах пуçарсан тӳрех унăн пултаруллă ячĕ мала тухать. Вулавăшра И.Я.Яковлев çуралнă кунĕ ячĕпе, тата чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне «Чăн чăвашлáх манра упранать» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ.
Ачасем килĕсене чăваш çыравçисен кĕнекисене вулама илсе кайрĕç. Кĕнекесем мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ.
Анат Кăмаша ялĕн библиотекин библиотекарĕ В. В. Кузнецова